Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» предприятине урӑх ҫын туянасшӑн. Ҫакӑн пирки «Советская Чувашия» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен, Чӑваш Енри чӑх-чӗп хапрӑкне Волгоград облаҫӗнчи пӗр предприяти туянасшӑн. Унти «МегаМикс» компанисен ушкӑнӗ куҫ хывнӑ иккен. Ҫапах та кунта пӗр анчах пур. Чӑх-чӗп хапрӑкӗн пурлӑхӗ — Перекет банкӗнче салукра. Апла пулсан, сутма Перекет банкӗ ирӗк пани кирлӗ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, предприятин кредит учрежденийӗнчен процентпа кивҫен укҫа илнӗ чух пурлӑха салука хывнӑ.
Ҫакна та палӑртмалла: «Юрма» предприятипе Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг та хӑй вӑхӑтӗнче кӑсӑкланнӑччӗ. Кун пирки сас-хура 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Тутарстанри предприяти туянас шухӑша улӑштарнине пӗлтернӗччӗ.
ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин (вӑл Элтепер отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать) Пӑрачкав районӗнче ӗҫпе пулнӑ. Ӗнер вӑл унта ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ: Китай инвесторӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче 2 пин гектар ҫӗр тара илме хатӗрленеҫҫӗ.
Палӑртмалла: Пӑрачкав тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем ҫӗр унчченех тара илнӗ. Унта 4 пин пуҫ сумалли ӗне валли тата 2 пин пуҫ выльӑх какай валли усрасшӑн. Ҫакӑ «Чӑваш Ен – Сычуань» агропарк тӑвассипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев палӑртнӑ тӑрӑх, района инвестор килнӗренпе усӑ курман ҫӗрсем пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗнӗ. Китайсем унта 5029 гектар ҫӗр тара илнӗ.
Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнче Питӗрти чӑвашсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Питӗрти чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Валериан Анатольевич Гаврилов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Юрьевна Шмелева.
Вӗсем Куславкка районӗнчи Карачра пулнӑ. «Энӗш» хуҫалӑхра. Василий Николаевич Семенов патӗнче.
Питӗрти чӑвашсене Куславкка районӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Юрласа та ташласа. Ҫапла савӑнтарнӑ хӑнасене «Пилеш» ансамбль. Пӗчӗк пулсан та пултаруллӑ Дарья виҫӗ чӗлхепе юрланӑ.
Хӑнасене хуҫалӑхпа паллаштарнӑ Василий Николаевич. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерсе ӑна тирпейлени тупӑш парать тенӗ. Хатӗр ҫимӗҫе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сутни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрлӗ фестивале хутшӑнать фермер хуҫалӑхӗ. Мала тухать вӗсенче. Кӳршӗллӗ районти ҫынсене те ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерет.
Чӑваш культурипе аталантарассипе фестивальсене хутшӑнать. Питӗрти чӑвашсем патне хӑнана кайма шантарнӑ Василий Семенов.
Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чие ҫырли сутма шухӑшланӑ. Хайхискер кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ, ҫынсем ӑна ытларах асӑрхаччӑр тесе сӑнӳкерчӗк лартнӑ: унта вара ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли хушшинче тӑрать. Хӗрарӑм ҫак сӑнӳкерчӗке Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ.
Паллах, ҫак пӗлтерӗве чылай ҫын асӑрханӑ. Ку кӑна мар, нумайӑшӗ ун айне комментари ҫырмасӑр иртеймен. Хӑшӗсем Элтепер чие ҫырли сутма тытӑнни пирки шӳтленӗ.
Михаил Васильевич хӑй те ҫак пӗлтерӗве курнӑ, комментари ҫырнӑ: «Ку чие ҫырли хӑйӗн пахчинчен пулсан эпӗ ӑна ӑнӑҫу сунатӑп».
Валентина Саперова — Тутарстанран. Унти Кивӗ Илтрекьелӗнче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах пӗве кӗнӗ. Халӗ унтах пурӑнать. Вӑл — чӑваш. Фермӑра ӗҫлет. «Аксу Агро» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑра. Сӗт-ҫу комплексӗнче пилӗк ҫула яхӑн ӗне сӑвать. Ҫамрӑк чухне физкультура енӗпе техникумра вӗреннӗ вӑл. Анчах ӗҫ тупӑнманран поварта ӗҫленӗ Валентина Саперова. Кайран — фермӑра.
Нумай пулмасть Вера Саперова дояркӑсен республикӑри конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Унта вӑл ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн чӑваш дояркине машина парнеленӗ. Кӗпе ҫӑваканни. Саперован машина унччен пулнӑ. Анчах кивелнӗ вӑл. Парнешӗн чӑваш доярки питӗ савӑннӑ.
Конкурса пурӗ 44 доярка хутшӑннӑ. Ӑмӑртура Валентина Саперова чӑваш ҫухалса кайман.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче салат туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Ленинская искра» колхоз председателӗ Аркадий Айдак тунӑ сӑра савутӗнче вырнаҫтарасшӑн.
Салат савутне хута ярас ӗҫе Мускаври инвестор Эдуард Захаров хӑйӗн ҫине илнӗ. Хатӗр продукцие «Букет Чувашии» савута ӑсатасшӑн. Тырра вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен туянма палӑртнӑ. Инвестор уйӑхне 1000 пин тонна таран салат туса кӑларма тӗллев лартнӑ.
Тури Ачакра салат савучӗ хута кайсан 22-24 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Палӑртмалла: салата урпа, сӗлӗ, тулӑ пӗрчисене шывра шӑтарса, унтан типӗтсе тӑваҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнчи ҫынсем Правительство ҫурчӗ умне пикета тухма хатӗрленни пирки хыпарланӑччӗ. Кӗскен аса илтерер: вӗсене Китай ҫыннисем сӗт савучӗ тума пуҫтарӑнни пӑшӑрхантарнӑ. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине кура вырӑнти алминистраци халӑх итлевӗ пулмассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл ку тӑрӑхра иккӗмеш хут иртмеллеччӗ.
Тӳре-шара Красня Горка ялӗ тата федераци ҫулӗ хушшинчи уй-хире китайсене савут тума уйӑрса парасшӑн пулнӑ. Анчах вырӑнти халӑх куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, ют ҫӗршыв ҫыннисем уй-хире тасамарлатса пӗтерессине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи халӑх та китайсене хирӗҫ пулнӑ. Унта та халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑ, кайран пӑрахӑҫланӑ. Муркаш районӗнчи ҫынсем те Китай усламҫисене хӑйсем патӗнчен «хӑваласа» янӑ.
Китай ҫыннисем пирӗн патра савут ҫӗклӗҫ-и? Ҫак кунсенче Министрсен Кабинечӗ «Сычуань Рэйлвэй Инвестмент Групп Ко.Лтд» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Сычуань – Чӑваш Ен» агропромышленноҫ комплексне туса хурасси пирки» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Китай ҫыннисем те парӑнасшӑн мар курӑнать…
Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш арӗ — хурт-хӑмӑр ӑсти. Владимир Викторов утарҫӑ ҫак ӗҫе кукашшӗпе ашшӗнчен вӗренсе юлнӑ. «Хурт-хӑмӑр ӗҫне пикеннӗ чухне ашшӗнчен пӗр-икӗ вӗлле юлнӑ пулсан, халӗ унӑн утарӗнче вӗсем аллӑ ытла. Хурт пӑхасси ҫӑмӑл ӗҫ мар пулсан та Владимир Викторович ҫак ӗҫе юратса, чунне парса пурнӑҫлать. Хӑех хурт вӗллисем ӑсталать, тӗрлӗ ҫӗре утара тухса, пысӑк тупӑш илсе пыл пуҫтарать, суту-илӳ ӗҫне тытса пырать тата ытти те. Хурт-хӑмӑр ӗҫӗсӗр пуҫне чӑваш арӗ ытти ял ӗҫӗсене те кӑмӑллать: пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп, кӑвакал усрать, хӑй ӑсталанӑ читлӗхсенче ӑратлӑ кроликсем ӗрчетет. Вӑл хӗллехи вӑрӑм каҫсенче те ӗҫсӗр лармасть. Ӑста столяр пулнӑран, ҫуркуннехи кунсем ҫитичченех вӗллесем тата рамӑсем ӑсталать, нумайӑшне заказ майӗпе туса сутать. Хутран-ситрен ҫывӑхри вӑрмансемпе уй-хирсене тухса ҫут ҫанталӑкпа киленет, сунара ҫӳрет.
Ҫапла, XXI ӗмӗрте Владимир Викторович ӗҫпе пиҫӗхсе кун хыҫҫӑн кун ирттерет. Пирӗн шутпа, ытти ҫынсемшӗн вӑл ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Мӗншӗн тесен, «Ялта ӗҫ ҫук» тесе алӑ усса ларма вӑл пӗрре те хӑнӑхман.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш.
Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем.
Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |